Шупашкарти пилӗк вӗренӳ учрежденийӗ валли пуҫлӑх шыраҫҫӗ. Документсене утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ.
2-мӗш вӗренӳ центрӗ, 3-мӗш лицей, 44-мӗш лицей, 31-мӗш шкул, «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта ҫӗкленекен шкул валли директорсем кирлӗ. Юлашкинчен асӑннӑ шкула ертсе пыма кӑмӑл пуррисенчен документсене утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ.
Конкурса хутшӑнас тесен заявлени ҫырмалла, анкета тултармалла, паспорт, ӗҫ кӗнекин, вӗреннине ҫирӗплетекен документсен, СНИЛС, ИНН, ҫар билечӗн ксерокопийӗсене, медицина справки, ҫулталӑкри тупӑш справки, судпа айӑпланманнине ӗнентеркен справка, ЕГРИПра сведенисем ҫуккине тата коммерци организацийӗсене пая кӗменнине ӗнентерекен справка кирлӗ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствине ертсе пыма каллех ют регионти ҫынна шанма пултараҫҫӗ. Ҫакӑн пирки Александр Белов журналист пӗлтернӗ. Ҫук-ха, ҫирӗплетсех каламан.
Пирӗн республикӑри шалти ӗҫсен министрӗн тилхепине Виктор Шметкова тыттарма пултараҫҫӗ имӗш. Вӑл — шалти службӑн генерал-майорӗ. Хальхи вӑхӑтра Виктор Анатольевич Шалти ӗҫсен министерствин Волгоград облаҫӗнчи Тӗп управленийӗ пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулса тӑрӑшать. Вӑл 1963 ҫулта Аҫтӑрхан хулинче ҫуралнӑ. 1985 ҫулта Аҫтӑрханти патшалӑхӑн пулӑ промышленноҫӗпе хуҫалӑхӗн техника институтӗнчен, 1996 ҫулта Раҫҫейӗн ШӖМӗн Управлени академийӗнчен вӗренсе тухнӑ. Шалти ӗҫсен тыӑмӗнче тӗрлӗ должноҫре тӑрӑшнӑ. Волгоград облаҫне ӑна 4 ҫул каялла куҫарнӑ.
Аса илтерер, Чӑваш Енӗн шалти ӗҫсен министрне Сергей Неяскина Раҫҫей Президенчӗ ӗҫрен кӑларма йышӑннӑччӗ. Документа утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑччӗ.
Суд приставӗсен федераци службин Чӑваш Енри управленине ҫӗнӗ ҫын ертсе пыма тытӑннӑ. Унпа паян Чӑваш Ен Элтеперне Михаил Игнатьева Мускавран килнӗ ҫын, федераци службин директорӗн ҫумӗ — Раҫҫейӗн тӗп суд приставӗн ҫумӗ Денисом Фирстов, паллаштарнӑ.
Чӑваш Енри суд приставӗсен ертӳҫи пулма Анвар Закирова шаннӑ. Хушӑва РФ Юстици министерствинче ӗнер алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.
Анвар Закиров юстици органӗсенче 2001 ҫултанпа ӗҫлени паллӑ. 2018 ҫулхи раштав уйӑхӗнче ӑна пирӗн республикӑри суд приставӗсен управленийӗн ертӳҫин тивӗҫне пурнӑҫлама шаннӑччӗ.
Аса илтерер, ку должноҫре ӗҫлеме тытӑниччен Анвар Закиров РФ Суд приставӗсен федераци службин Тутарстанри управленийӗн пуҫлӑхӗнче вӑй хунӑ. Чӑваш Енре ҫак должноҫре тӑрӑшнӑ Анатолий Иванов вара пӗлтӗрхи ҫӗртме уйӑхӗнче Мари Эла ӗҫлеме куҫнӑччӗ.
Чӑваш Енӗн экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн тата суту-илӗвӗн министрӗ пулма Павел Иванова шаннӑ. Хушӑва ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян алӑ пуснӑ.
Ҫӗнӗ министрпа Михаил Игнатьев паян Правительство ҫуртӗнче тӗл пулнӑ. Кун пирки Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ. Элтепер Павел Иванова министра вӑл унччен патшалӑх службинче тата банк тытӑмӗнче ӗҫленине кура шаннине пӗлтернӗ.
Павел Иванов И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУра вӗреннӗ. РФ Правительствин Халӑх хуҫалӑхӗн академийӗнче, Финанс университетӗнче квалификацие ӳстернӗ. Республикӑн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин пулӑшуҫи пулнӑ. ЧР финанс министрӗн ҫумӗнче, Тулашэкономбанкра, Перекет банкӗнче ӗҫленӗ опыт та пур.
Ҫакна та палӑртар. Министр тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫланӑ Светлана Ананьева малашне Михаил Игнатьевӑн пулӑшуҫи пулӗ.
Чӑваш Енӗн шалти ӗҫсен министрне Сергей Неяскина Раҫҫей Президенчӗ ӗҫрен кӑларма йышӑннӑ. Владимир Путин хушӑвне Право информацийӗн порталне вырнаҫтарнӑ. Документа утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Аса илтерер, ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче вӑл ӗҫрен кайма ыйтса ҫырнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Полицин генерал-майорӗ ӗҫрен каяссине Чӑваш Енӗн ШӖМӗн планеркинче ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче пӗлтернӗччӗ. Мӗн сӑлтавпа заявлени ҫырнине вӑл ӑнлантарса тӑманччӗ. Анчах пурне те пӗлсе тӑракан журналистсем тӗшмӗртнӗ тӑрӑх, Сергей Неяскинӑн Чӑваш Енӗн Юстици министерствинче министр ҫумӗ пулса тӑрӑшакан ывӑлӗ пӑтӑрмаха ҫакланнӑ. Министр ывӑлӗ спецназӑн «Гром» (чӑв. Аслати) базинче каннӑ чухне пушар тухнӑ. Унта вара пули-пулми ҫынсене кӗртме юрамасть иккен.
Чӑваш Енре айӑпланнӑ ҫынене ҫӳп-ҫап полигонӗсене ӗҫе вырнаҫтарма шутлаҫҫӗ. Ку ыйтӑва Айӑплава пурнӑҫлакан федераци службин Чӑваш Енри управленийӗн, ЧР Ҫутҫанталӑк министерствин, «Управление отходами» тулли мар яваплӑ обществӑн элчисем тӗлпулура сӳтсе явнӑ.
Палӑртмалла: республикӑра ҫӳп-ҫапа уйӑрмалли сӑнав проекчӗ пурнӑҫланма тытӑннӑ. Унта «Управление отходами» тулли мар яваплӑ общество хутшӑнать. Шӑпах унӑн объекчӗсенче ҫӳп-ҫапа уйӑрӗҫ, ӑна тепӗр хутчен туса кӑларма ӑсатӗҫ.
Айӑпланнисене полигонсене ӗҫе вырнаҫтарас ыйтӑва ҫитес тӗлпулусенче те сӳтсе явӗҫ.
Нумаях пулмасть Тӑвай район прокурорне ҫирӗплетнӗ. Ку должноҫе РФ Тӗп прокурорӗн ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнчи хушӑвӗпе Александр Данилова шаннӑ. Вӑл — юстицин аслӑ канашҫи.
Александр Сергеевич 1978 ҫулта Канашра ҫуралнӑ. Шупашкарти коопераци институтӗнче вӗреннӗ. Унта диплом илнӗ хыҫҫӑн 2002 ҫулта ӑна прокуратурӑна ӗҫе йышӑннӑ. Малтанласа вӑл Куславкка район прокурорӗн пулӑшуҫинче тӑрӑшнӑ. Кайран Канашри районсем хушшинчи прокурора пулӑшнӑ. Юлашки вӑхӑтра Чӑваш Енри транспорт прокурорӗн ҫумӗ пулса ӗҫленӗ.
Тӑвай район прокурорӗнче тӑрӑшнӑ Оксана Ястребова нумаях пулмасть Раҫҫейӗн Тӗп прокуратуринче ӗҫлеме пуҫланине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, Раҫҫейӗн Тӗп прокуратуринче чӑваш ҫынни Следстви, дознани тата оперативлӑ шырав ӗҫӗн тӗп управленийӗнче Шалти ӗҫсен министерствинчи следстви ӗҫне тӗрӗслесе тӑракан управлени прокурорӗнче тӑрӑшать.
ЧР финанс министрӗн ҫумӗ Светлана Иванова ку должноҫра 5 ҫул ӗҫленӗ. Паянтан вара вӑл ку пукана йышӑнмасть. Ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнче ЧР Министрсен Кабинечӗн председателӗ Иван Моторин Светлана Ивановӑна ӗҫрен кӑларасси пирки распоряжени алӑ пуснӑ, документа республикӑри влаҫ органӗсен порталӗнче пичетленӗ.
Палӑртмалла: Светлана Иванова ЧР финанс министрӗн ҫумӗн пуканне 2014 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче йышӑннӑ. Республикӑри министерствӑсенче тӗрлӗ должноҫра 1985 ҫултанпа вӑй хунӑ.
ЧР Шалти ӗҫсен министрӗн ҫӗнӗ ҫум пулӗ. Ведомство ӗҫченӗсене ҫӗнӗ ҫынпа паян паллаштарнӑ.
Шалти ӗҫсен министрӗн ҫумне – ШӖМӗн следстви управленийӗн пуҫлӑхне юстици полковникне Александр Арапова ҫирӗплетнӗ. Хушӑва РФ ШӖМӗн пуҫлӑхӗ Владимир Колокольцев полици генералӗ алӑ пуснӑ.
Александр Арапов Чита облаҫӗнче 1980 ҫулта ҫуралнӑ. Шалти ӗҫсен органӗсенче 2002 ҫултанпа ӗҫлеме тытӑннӑ. Малтан вӑл следовательте вӑй хунӑ.
Палӑртмалла: ЧР шалти ӗҫсен министрӗн Сергей Неяскинӑн виҫӗ ҫум пур. Хӑй вара хальлӗхе отпускра-ха.
ЧР Элтеперӗ валли пресс-секретарь тахҫантанпах шыраҫҫӗ. Унччен ку должноҫра Светлана Каликова ӗҫленӗ. Ун хыҫҫӑн ку вырӑна «Чӑваш Ен» ПТРК корреспонденчӗ Валентина Алексеева ӗҫлеме килнӗ. Анчах вӑл нумай тытӑнса тӑман – кайнӑ.
Ҫу уйӑхӗнче ку должноҫ валли ҫын суйламашкӑн конкурс ирттерме палӑртӑччӗ. Анчах вӑл пулман, мӗншӗн тесен унта икӗ кандидатран сахалрах заявка панӑ. Ҫапла майпа Элтепер пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнчен пресс-секретарьсӗр ӗҫленӗ темелле.
Паянхи кунран пресс-секретарь тивӗҫне Олег Сидоров вӑхӑтлӑха пурнӑҫлама тытӑнать. Вӑл 2016 ҫултанпа федераци депутачӗн Леонид Черкесовӑн пулӑшуҫи пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Михаил Фёдорович, чӑваш этнографӗ, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Васан Анатолий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Н.В. Фёдоров Республика кунне патшалӑх уявӗ шутне кӗртнӗ. | ||
| Республика кунне патшалӑх уявӗсен шутне кӗртнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |